«Прессӑн ылтӑн фончӗ–2016» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех пӗтӗмлетрӗҫ-ха. Ҫапах та ку паллӑна тивӗҫнисене кӑҫал унпа усӑ курма ирӗк панине кура ҫав ятлӑ хаҫат-журнала пӗлтерме эпир кая юлман тесе шухӑшлатпӑр. Конкурса «Журналист» издательство ҫурчӗ йӗркелет.
Сӑмах май каласан, ылтӑн паллӑна тивӗҫнине тӗрлӗрен хаклакан-йышӑнакансем пур-ха. Ара, кирек епле парнен те, енчен вӑл йышлӑ пулсан, сумӗ чакать-тӗр ҫав. Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар.
Конкурса 268 кӑларӑм хутшӑннӑ. Вӗсем — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тухса тӑракан пичет кӑларӑмӗсем.
Конкурса тӑратнӑ хаҫат-журнала конкурс комиссийӗ виҫӗ степеньлӗ паллӑпа хакланӑ. Пирӗн республикӑри виҫӗ хаҫат: «Советская Чувашия», «Алатырские вести» тата Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» — иккӗмӗш степеньлине тивӗҫнӗ.
Тӑхӑр хаҫат виҫҫӗмӗш степеньлӗ паллӑ хуҫисем пулса тӑнӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш парламенчӗн «Республика» хаҫачӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани», Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник», Елчӗк районӗнчи «Елчӗк Ен» хаҫачӗсем, «Агромаш» тата «Моя Империя» журналсем.
Чӑваш Енре ҫанталӑк сивӗ тӑрать. Виҫӗ кунра республикӑра ултӑ ҫын шӑнса вилнӗ.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче 37 ҫулти хӗрарӑм виллине хӑйӗн картишӗнче тупнӑ. Вӑл ентешӗ патӗнче Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ, эрех ӗҫнӗ те ҫӗрлехи 2 сехетре киле кайма тухнӑ. Етӗрне районӗнчи Тури Мучар ялӗнче те ҫак кун 42 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл хӑйӗн пӳртӗнчех, кравать ҫинче, шӑнса вилнӗ. Ҫуртра кӑмакана тахҫанах хутман-мӗн.
Кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче Пӑлаккассинче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм шӑнса вилнӗ. Пенсионерка Кивӗ Ахпӳрте тӑванӗ патне кайма тухнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫулта унта пулнӑ, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче киле таврӑннӑ. Тепӗр кунхине каллех тӑванӗ патне кайма тухнӑ, анчах ҫитеймен… Ҫав кунах Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче 53 ҫулти арҫын виллине тупнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 68 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ялӗнче те ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта нумаях пулмасть сенсор пӳлӗмӗ уҫӑлнӑ.
Раштавӑн 22-мӗшӗнченпе ӗҫлекен ку пӳлӗмре сывлӑхшӑн усӑллӑ темле япала та пур: велотренажер, типӗ бассейн, ҫемҫе пукансем тата ытти те.
Сенсор пӳлӗмӗне ачасен пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе те усӑ курасшӑн. Унта хӑйӑрпа тата шывпа ӗҫлемелли сӗтелсем те вырнаҫтарнӑ. Утмалли мобиль текен япала та пур унта.
Пӳлӗме чи малтан 2-мӗш класра вӗренекен ачасене илсе кайса кӑтартнӑ. Любовь Адюкова педагог ку пӳлӗм ачасене самай усӑ кӳрессе шаннине палӑртать.
Сенсор пӳлӗмӗн алӑкӗ шкулта вӗренекенсем валли кӑна мар, унта тӑрӑшакансем валли те уҫӑ пулӗ. Кунсӑр пуҫне ашшӗ-амӑшне те унта кӗртме шантараҫҫӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ.
Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян ҫеҫ уҫнӑ.
Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет.
Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», аудиторийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ шутланать пулин те ку хаҫата тӗрлӗ ӳсӗмрисем вулаҫҫӗ. Вӑтам ҫулхисем кӑна мар, аслӑ ӑрурисем те ку хаҫата куҫлӑх тӑхӑнсах шӗкӗлчеҫҫӗ.
Хаҫат вулакансемшӗн кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗнче тетелӗнче те хӑйне хастаррӑн сарать. Нумаях пулмасть республикӑра чӑвашла хаҫат тухса тӑма тытӑннӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявланӑччӗ.
Конкурссем те ирттерет хаҫат. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» пики» фотоконкурс та ҫавсен шутӗнчех. Нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль хӗрӗ Людмила Александрова тивӗҫнӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренет. Людмилӑшӑн 2052 ҫын сасӑланӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикинчи Журналистсен союзӗ XVIII съезда пухӑннӑ. Пуҫтарӑннисем ЧР Журналистсем пӗрлешӗвӗн 2010–2015 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне сӳтсе явнӑ май союз ертӳҫине те суйланӑ.
Съезда хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӑйсен пӗрлешӗвне унчченхи ертӳҫех ертсе пыма тивӗҫ.
Валерий Комиссаров 1956 ҫулта Елчӗк районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мускаври М.В. Ломоносв ячӗллӗ патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра 1979–1988-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, 1988–1992 ҫулсенче ЧР Журналистсен союзӗн ҫыруҫинче тӑрӑшнӑ, 1992 ҫулхи раштавранпа — ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи. 2005 ҫултанпа вӑл Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пырать.
Паян «Чӑваш Республикин чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чӑваш Республикин чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ — Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова. Ку должноҫре Ольга Геннадьевна чылай ҫул ӗҫлет.
Иккӗмӗш вырӑна Елчӗк район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ Евгения Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — управляющий делами Канаш район администрацийӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Леонтьева.
Патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ — ЧР Финанс министерствин оргпайӗн тӗп специалисчӗ Александра Соболева. Иккӗмӗш вырӑна ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Волкова ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Светлана Сырмолотова тата Экономика аталанӑвӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Надежда Столярова.
Сӑнсем (38)
Тепӗр темиҫӗ минутран, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх художникӗпе, К. Иванов ячӗллӗ преми лауреачӗпе, Чӑваш Республикин Аслӑлӑх тата ӳнер наци академийӗн член-корреспонденчӗпе Владимир Агеевпа тӗлпулу пуҫланать.
Владимир Агеев — Чӑваш Енӗн мухтава тивӗҫлӗ художникӗсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки сӑнарланнӑ.
Владимир Агеев — Елчӗк тӑрӑхӗн чӑвашӗ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшенче Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Шупашкарти художество училищинчен вӗренсе тухнӑ. "Капкӑн" сатира журналӗнче тата "Ялав" литертаурӑпа художество журналӗнче6 ӗҫленӗ. Чӑваш кӗнеке издательствипе ҫыхӑну тытнӑ май кӗнекесене илем кӳнӗ.
В. Агеев живопиҫ ӗҫӗсене 3 пине яхӑн хатӗрленӗ, графика ӗҫӗсем — 100 ытла. Ӳкерчӗкӗсем 10 пинрен те иртнӗ. Унсӑр пуҫне кӗнекесенчи тата журналсенчи ӗҫсем 20 пине яхӑн.
Елчӗк районӗнчи Тӗмер ялӗнчи вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫынсене киле ҫитсе кӗнеке вулаттараҫҫӗ.
Кӗнекепе пичет кӑларӑмӗсене вӗсем халсӑр ватӑсемпе сусӑрсем патне киле кайса параҫҫӗ.
Килсерен кӗнекепе ҫӳренине вулавӑш ӗҫченӗсем кӑҫалхи Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ-ха.
Асӑннӑ ялти культура ӗҫченӗсем те ватӑсемпе сусӑрсем патен тухса ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть, акӑ, вӗсем ватӑ Николай Никитин, сусӑр Василий Уткин, 92-ри Раиса Яковлева патӗнче пулнӑ.
Киле пырса кӑмӑл тунине ватӑсемпе сусӑрсем чунтан тав туса йышӑнаҫҫӗ. Киле кӗнеке пырса парас ырӑ йӑла Хӑвӑлҫырмари вулавӑшӑн та пур. Унтисем нумаях пулмасть ҫав ялти Геннадий Купташкин килӗнче пулнӑ. Вӑл ӗмӗрӗпе вырӑнти колхозра водительте, бригадирта ӗҫленӗ. Ватлӑхра сусӑрланса юлнӑ.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпари Екатерина Мижеровӑпа Татьяна Арефьева Германие ҫитнӗ. Унта вӗсен Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пулнине кура кайма май килнӗ.
Хӗрсем Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнчи Менген ялӗнчи Силке Кихле фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Ют ҫӗршывра Катьӑпа Таня Германие 2-мӗш курсрах каясшӑн пулнӑ. Шкулта нимӗҫ чӗлхи вӗренни хӗрсене Германире практикӑра пулнӑ чух кирлӗ пулса тухнӑ та. Унта вӗсем иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чухнех лекме ӗмӗтленнӗ-мӗн, анчах паспорт туса пӗтерейменни чӑрмав хунӑ. Анчах хытӑ ӗмӗтленсен тас килнине тума пулатех ҫав.
Хӗрсем ют патшалӑхра практика ирттернӗ ҫеҫ мар, хӑйсем валли ҫӗнннине те чылай пӗлнӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ. Ку, чӑн та, ӗмӗр асӑнмалӑх.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.